Мы вместе! Поиск людей, родные места и города.
Мы вместе!
Все страны
Регионы России
Города России
Почтовые индексы
Поиск друзей
E-mail:
Забыли пароль?
Регистрация
Люди: 43489
Города и села: 698016

Деревня Апанасово Темяши

Общее
Карта
Улицы
Земляки

Почтовый индекс: 429381

Погода в Апанасово Темяшах
Посетители
17.11.2011 13:10:25 Ксения Иванова
Алина Тайпи "Типшĕм Сашук"
Деревня    Апанасово Темяши
Алина Тайпи Типшĕм Сашук Çăлтăрсем те çаплах çунĕç каçхи тÿпере, Кайăксем те çаплах юрлĕç çĕрĕ-çĕрĕпе, Пурте пулĕ, эп çеç пулмăп çакă çĕр çинче, Эп ку тĕнчерен кайсан та, пурăнĕ тĕнче. “Пурнăç малалла тăсăлать” Типшĕм Сашук Кÿршĕ ял каччийĕ, чăваш ен каччи, Элекçей Тимешшĕн - тăван ял ачи, Эпир пурте мăнаçланатпăр санпа, Елчĕк районĕнчи Типшĕм Сашукпа. Çын кĕлетки вăхăтлăха, чунĕ – ĕмĕре. Çакă çĕр çинче пулăн Типшĕм Сашук пĕрре! Пурнăç тилхепине эс çирĕп тытса пыран, Ырă туйăмпа утан – ырă туйăм куран. Çăлтăрсем саншăнах çунĕç, кайăксем юрлĕç, Пĕтĕм чăваш халăхне кÿретĕн киленĕç. Сан юррусем чуна пырса тивеççĕ, Кашнинех хумхантарать кунçул вĕçĕ. Вăхăт çитсен çилсĕр çулçă тăкăнать, Вилĕм çитсен çын пурнăçĕ татăлать. Çын кĕлетки вăхăтлăха, чунĕ – ĕмĕре. Çакă çĕр çинче пулăн Типшĕм Сашук пĕрре! Пурнăç тилхепине эс çирĕп тытса пыран, Ырă туйăмпа утан – ырă туйăм куран. Çăлтăрсем саншăнах çунĕç, кайăксем юрлĕç, Пĕтĕм чăваш халăхне кÿретĕн киленĕç. Типшĕм Сашук, вăрăм пултăр ĕмĕрÿ, Телейлĕн таптăр сан канăçсăр чĕрÿ, Çĕнĕ чăваш юррисене шăрантар, Пурнан пурнăçăнта кур эс пархатар. Çын кĕлетки вăхăтлăха, чунĕ – ĕмĕре. Çакă çĕр çинче пулăн Типшĕм Сашук пĕрре! Пурнăç тилхепине эс çирĕп тытса пыран, Ырă туйăмпа утан – ырă туйăм куран. Çăлтăрсем саншăнах çунĕç, кайăксем юрлĕç, Пĕтĕм чăваш халăхне кÿретĕн киленĕç. 14.09.2011
Ксения Иванова
©2007-2012